Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афанасьева Любовь Владимировна

Любовь Афанасьева (паспортри чӑн ячӗ — Афанасьева Любовь Владимировна) — паллӑ чӑваш эстрада юрӑҫи.

Вӑл 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Пӗлӳ илни тата ӗҫӗ-хӗлӗ

Шкулти ҫулӗсем тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ: малтан Кӗҫӗн Шетмӗри тулли мар вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ, унтан Красноармейски вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

1982–1986 ҫулсенче вӑл «Шупашкарти промышленность тракторӗсен савучӗ» производство пӗрлешӗвӗн йывӑҫ-пукан цехӗнче ӗҫленӗ. Унта Авраам Бурундуков баянист ертсе пыракан хорта юрланӑ. Хӗрӗн пултарулӑхне асӑрхаса, ӑна шӑрату завочӗн профкомӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ӗҫӗн ертӳҫи пулма сӗннӗ. Ку тивӗҫе вӑл 1986 ҫултан пуҫласа 1993 ҫулччен пурнӑҫланӑ.

1993 ҫулхи ака уйӑхӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне хута ярсан, Любовь Владимировнӑна унта методист ӗҫне куҫарнӑ. Ҫак пысӑк культура вучахӗнче вӑл 2024 ҫулччен тӑрӑшнӑ — методистран пуҫласа администратор тата аслӑ администратор таран ӳснӗ. Пӗр вӑхӑтрах Кӳкеҫри Шупашкар районӗн тӗп культура керменӗнче те вӑй хунӑ, унта «Юмансар» пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленӗ.

Пултарулӑхӗ

Юрра-кӗвве вӑл шкул ҫулӗсенчех кӑмӑлланӑ, тӗрлӗ конкурссенче малти вырӑнсем йышӑннӑ. Промтрактор савутӗнче ӗҫленӗ чухне хорта кӑна юрламан, хӑй те ҫӗнӗ хор пухнӑ.

Чӑваш эстрадине Любовь Афанасьева 2000 ҫулта хӑюллӑн кӗнӗ. Унӑн чи пӗрремӗш юрри «Юратуҫӑм, юрату» (сӑвви — Юрий Сементерӗн, кӗвви — Анатолий Никитинӑн) пулнӑ. 2002 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче юрӑҫӑн пӗрремӗш харпӑр концерчӗ иртнӗ.

Халӑх юратса итлекен юрӑсем: «Анне», «Кайӑк пулӑттӑм», «Мӑшӑр кайӑк», «Мӗншӗн, мӗншӗн?», «Савӑнар-ха тӑванпа», «Савнӑ ялӑм», «Тӑван», «Тӑвансем пӗрле пулсан», «Шупашкар», «Ҫуралнӑ кун», «Ҫуркунне», «Эп пуҫлатӑп юрлама», «Ах, савниҫӗм», «Кӗтмен тӗлпулу» тата ыттисем те.

Дуэтпа шӑрантаракан юрӑсем те чылай: хӑйӗн мӑнукӗпе Кристина Софроновӑпа («Тус-тӑван», «Кукамӑшӗ»), ҫавӑн пекех Валерий Клементьевпа, Иван Христофоровпа, Григорий Ваккупа, Сергей Петровпа ҫыртарнӑ юрӑсем пур.

Хӑйӗн ӑсталӑхне вӑл «Ай, юрлар-и, ташлар-и?», «Кӑмӑлӑма ярам ирӗке», «Тӑван ӑшши», «Тӑвансем, пӗрле пулар…» альбомсенче кӑтартнӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе ҫыхӑнса ӗҫлекен авторсем: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Юхма Мишши, Лидия Изекеева сӑвӑҫсем; Василий Филиппов, Николай Кузьмин, Сергей Марков композиторсем.

Юрӑҫ республикӑра та, ун тулашӗнче те нумай гастрольте ҫӳрет. 2024 ҫулта вӑл Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Чакӑ ялӗнче («Ты живи моя Россия») тата Ҫиҫтепере («Тебе, моё село, посвящаю») иртнӗ концертсене хутшӑннӑ. 2025 ҫулта Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Хурамал Туҫа, Кивӗ Тутайкасси, Энӗшхӗрри ялӗсенче пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Хусан хулинчи Хӗрлӗ лапамра иртнӗ «Песни над Волгой» пысӑк концерта чӑваш эстрада юрӑҫисемпе пӗрле хутшӑннӑ.

Ҫемьи

  • Ашшӗ — Михайлов Владимир Михайлович.
  • Амӑшӗ — Михайлова Александра Михайловна.
  • Ашшӗ-амӑшӗ ҫемьере икӗ ача пӑхса ӳстернӗ: Виталийпе Любовь.
  • Хӗрӗсем — Наталья тата Ирина.
  • Паянхи кун юрӑҫӑн ултӑ мӑнук пур.

Пӗрлӗхри ӗҫӗ-хӗлӗ

  • 2018 ҫултан пуҫласа Чӑваш Республикинчи «Эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗ» обществӑлла организацин пайташӗ.
  • Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗрет.
  • Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснисен «Трак ен» ентешлӗхӗн ӗҫне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене тӑтӑш хутшӑнать.

Хисепӗсем

  1. Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн лауреачӗ (2000);
  2. Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ;
  3. Альберт Канаш ячӗллӗ чӑваш ҫыравҫисен премийӗн лауреачӗ;
  4. Чӑваш Республикин Культура, нацисен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ (2014, 2024).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-01 22:48:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем